Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗлхе, истори, халӑх культури хӑват патӑр

Геннадий Юмарт /Трофимов/ 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑк ялӗнче ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Унта ӑс пухнӑ чухнех вӑл литкружок ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Чӑваш ҫыравҫисемпе час-часах тӗл пулни ҫамрӑк поэтӑн хавхаланӑвне татах та ӳстернӗ. Унӑн сӑввисем хаҫат-журналта тӑтӑшах пичетленме тытӑннӑ. 1961-1965 ҫулсенче вӑл Самар тӑрӑхӗнче чӑваш ялӗсенчи шкулсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче малтан корректорта, кайран редакторта ӗҫленӗ. 1970 ҫултанпа – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литературӑпа фольклор пайӗн сотрудникӗ.
Г.Юмарт - сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ. Вӑл тӑрӑшнипе чӑваш литературин классикӗсен ҫырнисен пуххисене, совет тапхӑрӗчченхи литература хрестоматине, чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн ултӑ томлӑ пуххине кӑларнӑ. Сӑвӑҫ ытти халӑх поэзине те чылай куҫарнӑ: тутар, вырӑс, удмурт, пӑлхар, швед, нимӗҫ, акӑлчан, Кавказ, Вӑтам Ази, Китайпа Япони поэчӗсен хайлавӗсене халӑх патне ҫитернӗ. Ҫав шутра ача-пӑча поэзийӗн тӗслӗхӗсем те пур. Геннадий Федорович – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн, Митта Ваҫлей премийӗн лауреачӗ. Вӑлах Г.Айхине ЮНЕСКО урлӑ кӑларнӑ "Чӑваш антологине" хатӗрлеме пулӑшнӑ.

Часах поэт 70 ҫул тултарать. Юбилей умӗн "Ҫамрӑксен хаҫачӗн" хастар авторӗпе тӗл пултӑмӑр.
— Сирӗн литературӑри вырӑн пӗлтерӗшлӗ. Сӑвӑ тӗнчине ача чухнех иленнине илтнӗччӗ.
— Хамран пӗр-ик ҫул аслӑрах хурӑнташ пиччемсем пурччӗ – Виталипе Герман. Вӗсем питӗ нумай вулатчӗҫ, ӳкеретчӗҫ, сӑвӑсем ҫыратчӗҫ. Уйрӑмах Виталий. Шел, вӑл 7-мӗш класра вӗреннӗ чухне сарамакпа чирлесе вӑхӑтсӑр пиртен уйрӑлчӗ. Эпӗ ун ҫинчен "Тивӗҫ" поэмӑра ҫырса кӑтартнӑ. Ҫав Виталий тӗслӗхӗпе сӑвӑлама илентӗм. Малтанхи хайлавӑма 4-мӗш класра вӗреннӗ чухне ҫуркунне ҫырнӑччӗ, тӗрӗссипе каласан ҫырса хуричченех ирӗлекен пӑрлӑ кил хушшинче хавхаланса вулаттӑм. Пуҫ тӑрринче темле самолет кӗрлесе иртрӗ, таҫти пӗлменлӗхе вӗҫрӗ. Ӑҫталла вӗҫрӗ-ши? Ҫавӑ ман чунра тем хускатрӗ.
— Ҫамрӑк чух эсир сӑвӑсем айне "Салам" тесе алӑ пуснӑ. "Юмарт" тени "чӗререн, кӑмӑлтан, чеелӗхсӗр" тенине пӗлтерет.
— Митта Ваҫлейӗ манӑҫнӑ сӑмахсене чӗртме тӑрӑшатчӗ. Юлташ, Виталий Чекушкин, "Саламсем" ахаль те нумай терӗ. Ҫапла пирӗн халӗ икӗ Юмарт: пӗри эпӗ, тепри поэзири В.Чекушкин, критика статйисене вӑл хӑй хушамачӗпех пичетлет. Ку сӑмахпа тутар тата пушкӑрт чӑвашӗсем тӑтӑшах усӑ кураҫҫӗ.
— Ҫӑмӑл мар ҫӗр ҫинче пурӑнма, чылай чухне "ҫӗрнӗ йӳҫӗк ҫӗр улми" те ас тивме лекет, анчах та "тӑратчӗ тапса хӗнлӗх витӗр. Ҫапах чӗрӗ пурнӑҫ пирте" тет лирика геройӗ. Вӑл тӗнчене ахаль килмен, вӑл ҫынна, текерлӗке, пилеше... кирлӗ пулнипе, вӗсемсӗр хӑй те пурӑнма пултарайманнипе килнӗ. Эсир хӑвӑр тивӗҫе мӗнре куратӑр?
— "Тивӗҫ" сӑмах анлӑ пӗлтерӗшлӗ. Калӑпӑр, арҫыннӑн пурнӑҫри виҫӗ тӗп тӗллевӗ – йывӑҫ лартасси, пӳрт ҫӗклесси тата ывӑл ӳстересси, Литературӑра прозаикӑн очерк-калав урлӑ вулакана йывӑр лару-тӑрура мӗнле пулмаллине вӗрентмелле, поэтӑн сӑвӑ урлӑ чун пӑшӑрханӑвне пӗлтермелле, сӑнарлӑ сӑмахпа усӑ курса хӑйӗн шухӑшне кӑтартмалла.
- Г.Юмарт геройӗ хӑлхана хупламалла саслӑ мар, вӑл шӑв-шав ҫӗклесе, куҫа шартса, шухӑша астарса палӑрасшӑн ҫунмасть. Унӑн илемӗ – сӑпайлӑхра, тивӗҫнӗ савӑнӑҫпа сассӑр сапарланма пӗлнинче. Сирӗн чуна ҫывӑх темӑсене С.Есенин майлӑрах та уҫса пани сисӗнет. Вӑл та, сӑмахран, укӑлча умне тухакан амӑшне лӑпланма ыйтса хӑй таврӑнасса пӗлтернӗ. Вырӑс классикӗн лирика геройӗ Г.Юмарт харкамҫи евӗрлӗ теме май парать-и ку?
— Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ сӑвӑҫпа хавхаланатӑн. Ҫакӑ ҫав тапхӑрта ҫырнӑ хайлавсенче сисӗнетех. Анчах та Геннадий Фёдорович вырӑс поэчӗсемпе ҫеҫ кӑсӑкланать тени тӗрӗс мар. Акӑ, сӑмахран, Литва халӑх поэчӗпе Юштина Марцинкявичюспа ҫыхӑну тытаттӑмччӗ. Пӗр-пӗрин хайлавне тишкереттӗмӗрччӗ. Вӑл "Сирӗн сӑвӑсем ҫирӗпленнӗ" тесе те ҫырнӑччӗ. Поэт хӑйӗн сӑмахне ӗмӗрлӗхре хӑварас тет пулсан унӑн пӗр вӗҫӗмсӗр шыравра пулмалла.
— Сирӗн "Тивӗҫ", "Курак тӑманӗ", "Керменкке", "Тӗрек", "Кӗмӗл алтӑр", "Мерекке", "Друзья науки", "Родное гнездо", "Авалхи халал" кӗнекесем пичетленсе тухнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вулакана мӗнпе савӑнтаратӑр?
— Анчахрах "Халӑх сӑмахлӑхӗ", "Халӑх эпосӗ", "Истори халапӗсем", "Асаттесем" тата "Манӑн Бичурин" сӑвӑ кӗнекисем пичетленсе тухрӗҫ. Тин кӑна чӑваш кӗнеке издательствине А.Пушкин юмахӗсене куҫарса патӑм, "Чӑваш сӑввин ҫӑл куҫӗсем" ӗҫ тата "Гаврила Державин" поэма ҫыртӑм. Планра авалхи чӑваш литератури пирки статьясем хатӗрлесси, тӗнче поэзийӗн антологийӗ валли материалсем пуҫтарасси.
— "Вирлӗрех янратӑр пирӗн вут чӗлхе!" тесе ҫырнӑ эсир поэзири тӑвана В.Юмарта халалласа. Пуласлӑх — ҫамрӑксенче. Пуҫламӑш утӑмсем тӑвакан поэтсенчен камӑн пултарулӑхне хаклатӑр?
— Шел те, 1999 ҫултан кӗнеке вулаймастӑп. Ҫавна пула халь ҫыракан ҫамрӑксене те танлаштараймастӑп. Н.Ижендеева сӑввисем кӑмӑла каятчӗҫ те, чире пула унӑн ӳсӗмне асӑрхаймастӑп.
— 2005 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне пӗтернӗ Эрине Юмарт сирӗн ҫулпа кайнишӗн савӑннӑччӗ. Хӗрӗр ӗҫӗсем мӗнлерех-ши?
— Эрине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче энциклопеди пайӗнче ӗҫлет. Унӑн чӗлхе туйӑмӗ пур. Мана пулӑшса пырать. Эпӗ каланине хут ҫине куҫарать.
— Поээи сирӗншӗн мӗн?
— Поэзи – сӑвӑҫсем ҫитӗнекен ӑрӑва кӳрекен парне. Вӑл тӗнчепе пурнӑҫ илемӗ. Вӑл чӗрӗлӗхе, ӗҫе, халӑха юратма чӗнет. Этем хӑй пурӑннипе ҫырлахмасть, хӑй ӑрӑвне малалла тӑсасшӑн. Ҫавӑнпа поэзи ҫӗнӗ ӳсӗмшӗн – ура ҫине ҫирӗп тӑма пулӑшакан никӗс. Вулакансене ҫапла калас килет. Пирӗн чӗлхе, пирӗн истори, халӑх культури питӗ пуян. Ҫавна ытларах ӑша хывма тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире пурнӑҫра хӑват, хӑюлӑх парса тӑтӑр.

Ольга Нестерова калаҫнӑ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2008, 05, 02, 17№


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-14 19:56:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7264 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем